Нарӑсан 16-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче В.В. Николаев академик ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ уяв иртрӗ. Ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ историпе культура фончӗ (ертӳҫи — ист. Ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ В.П. Иванов) йӗркеленӗ.
Астӑватӑр пулӗ, ҫулталӑк ҫурӑ каялла Василий Васильевич пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ.
В.В. Николаев — Пушкӑртра ҫуралнӑ чӑваш, техника ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, 30 ытла изобретени, 70 ытла ӑслӑлӑх ӗҫ авторӗ, академик, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ газ промышленоҫӗн ӗҫченӗ. Икӗ хутчен Чӑваш Республикин патшалӑх премине, ҫавӑн пекех Ӑренпур хулин хисеплӗ гражданинӗ ятне тивӗҫнӗ. Чылай хушӑ (1989 ҫултанпа) «Оренбурггазпром» пӗрлешӗвӗн ертӳҫи пулса ӗҫлерӗ вӑл. 90-мӗш ҫулсен вӗҫӗнчен пуҫласа чӑваш халӑхӑн историйӗпе культурине тӗпчес ӗҫе хастаррӑн хутшӑнчӗ — 10 кӗнеке кӑларчӗ. Вӗсенчен паллӑраххисем: «Чӑваш тумтирӗ: аваллӑхран паянлӑха» (Шупашкар-Ӗренпур-Мускав, 2003), «Чуваши: этническая история и традиционная культура» (Мускав, 2000), «История предков чувашей» (шел пулин те 7 кӗнекерен тӑракан ӗҫе вӗҫне ҫитереймерӗ, 3 кӗнеке ҫеҫ кӑларма ӗлкерчӗ), тата ыт.
Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Альберт Канаш ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитет. Ку куна халалласа Чӑваш наци музейӗнче «Павка сӑнарне умран нихҫан ямарӑм!» ятлӑ куҫса ҫӳрекен фотокурав уҫӑлчӗ.
Куравра эсир Альберт Канашӑн ӳкерчӗкӗсене, тӗрлӗ хутсене курма пултаратӑр. Кунтах унӑн кӗнекисем, тӗрлӗ япалисем вырнаҫнӑ. Куравра пӗрремӗш хут А. Канаш савнӑ хӗрӗн сӑнӳкерчӗкне курма пулать — С.А. Александрова сӑнӗ сӑвӑҫа самай сӑвӑ ҫырма хистенӗ.
Альберт Георгиевич Канаш (чӑн хушамачӗ Кожанов) 1928 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Октябрьскинче ҫуралнӑ. 1968 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. 1962 ҫултанпа СССР ҪП членӗ шутланать. Йывӑр чире пула вырӑн ҫинчен тӑма пултарайман, ҫапах та парӑнман — сӑвӑсемпе поэмӑсем ҫырнӑ.
1960 ҫулта унӑн «Сӑвӑсем» ятлӑ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Каярах тата тепӗр икӗ сӑвӑсен пуххи тухнӑ: «Иккӗмӗш утӑм» (1965), «Шӑпчӑксем, сире итлесе» (1978). Савӑҫӑн вырӑсла тухнӑ кӗнеке те пур — 1972 ҫулта «На наковальне сердца» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ.
Ака уйӑхӗн 23-пе 29-мӗшӗ хушшинче Чӑваш чӗлхин кунне тата И.Я. Яковлев ҫуралнӑ кунне халалласа Чӑваш наци музейӗнче Чӑваш ҫырулӑхӗн эрни иртӗ.
Программа тӑрӑх «Асанне сунтӑхне уҫатпӑр» вӑйӑ, «Чӑваш халӑх тумтирӗ» ятлӑ куҫса ҫӳрекен лекци, тата X - XIII ӗмӗрти чӑваш ҫырулӑхӗ ҫинчен каласа паракан ытти лекцисемпе калаҫусем ирттерме палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех чӑваш тӗррипе, пир тӗртмелли мелсемпе паллашма май пулӗ. Рунӑллӑ ҫырулӑх ҫинчен те нумай каласа парӗҫ.
Ҫавӑн пекех 8-11 классенче вӗренекенсем хушшинче ирттернӗ «Пӗр чӗлхе лайӑх, иккӗ вара лайӑхрах» конкурс ҫӗнтерӳҫисене парне парӗҫ. Пӗрремӗш турти ыйтусене прессӑра пичетленӗ, ытти мелсемпе сарнӑ. Конкурса 200 ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ: хуравламашкӑн тӗрлӗ сӑнӳкерчӗк усӑ курнӑ, ӗҫӗсене илемлетсе ярса панӑ. Иккӗмӗш турӗ ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗн канашлу пӳлӗмӗнче иртӗ. Унта 18 ача хутшӑнӗ. Вӑл кунах финала тухнисене парне тата тӗрлӗ пичет продукцийӗ парса чыслӗҫ. Мероприятине Чӑваш наци вулавӑшӗпе пӗрле ирттереҫҫӗ.
